Пирĕн шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2017» акци иртрĕ

2017 çулпуш уйăхĕн 24-мĕшĕ

 

Фото. «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ»

Чăваш Эрне Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа пирĕн шкулта, Совет Союзĕн Геройĕ В.В.Васильев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Ман Шетьмĕ вăтам шкулĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ–2017» акци иртрĕ.

Чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслеме иртернĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцийĕнче хутшăнма 16 шкул ачи тата икĕ учитель, шкул завучĕпе Валентина Владимировна Васильевăпа чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен учителĕ Светлана Михайловна Назарова, информатика кабинетĕнче пухăнчĕç.

Чăваш диктантне çыракансене пурне те пирĕн шкул директорĕ Филимонов Денис Иванович Чăваш чĕлхи кунĕ уявĕ ячĕпе саламларĕ, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртерни хамăр чĕлхемĕрĕн пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ иккенне палăртрĕ.

Диктант çыракансем диктанта «Наци радиовĕ» тÿрĕ эфирĕнче 13.00 сехетрен итлесе çырчĕç. Диктант текстне Шупашкар хулин 62-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури аслă категориллĕ учителĕ, ăста поэтесса Людмила Петровна Николаева вуларĕ.

Диктантсене Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн преподавателĕсем тĕрĕслеççĕ.