Паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, чӑваш Улӑпӗ - Иван Яковлевич Яковлев - ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларассишӗн вӑл ырми-канми тӑрӑшнӑ. Кашни ҫулах ҫак кун эпир Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр.
Ача садне ҫӳрекенсемпе чӑваш букварӗн сас паллийӗсем тата чӑваш тӗррин хӑш-пӗр паллийӗсем пирки калаҫрӗҫ. Кӗҫӗн класри ачисем шкулти музейре пулчӗҫ, "Пӗлетӗп-и эпӗ?"ӑс-тӑн вӑййине хутшӑнчӗҫ. Вӑтам классем тӗрӗс калаҫупа ҫыхӑннӑ инсценирокӑсем пӑхса пӗтӗмлетӳ турӗҫ. 9-мӗшсем И.Я.Яковлевӑн "Чӑваш халӑхне панӑ халал" сыпӑкӗсене чӑвашла-вырӑсла-нимӗҫле-акӑлчанла вуларӗҫ. Паянхи уяв хальхи чӑваш эстрадин юррисене итлесе вӗсене юрлакансен ячӗсене пӗлессипе вӗҫленчӗ.