Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Красноармейски округӗнче Юрий Сементер сӑвӑҫ 85 ҫул тултарнине халалласа "Сӑввӑмҫӑмсем, шӑнкӑртатса шӑранӑр!" сӑвӑ илемлӗ вулакансен округри конкурсӗ иртрӗ. Красноармейски салин Тӗп библиотекинче 5-11 классенче вӗренекенсем ентеш ҫыравҫӑн сӑввисене вуларӗҫ. Ҫак конкурса пирӗн шкул вӗренекенӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ, малти вырӑнсене тивӗҫ пулчӗҫ.👏👏👏 Александрова А., Степанова С., Иванова Ю., Степанов К. округ шайӗнче шкул чысне хӳтӗленӗшӗн тав сӑмахӗ калатпӑр, малалла та хастар пулма сунатпӑр.
#